Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче С.В. Щербаковӑн «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви тата наци вулавӑшӗ пӗрле пулса йӗркелерӗҫ. Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхне куҫ шӑрҫине упранӑ евӗр упрасшӑн ҫунакан хастарсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Республикӑн хальхи вӑхӑтри символӗсем юлашки икӗ вунӑ теҫетке ҫулта Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ пулса тӑма ӗлкӗрчӗҫ. Шӑпах ҫавсене халалласа кӑларнӑ та кӗнекене. Хӑтлава хутшӑннӑ гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Юрий Исаев кӑларӑмӑн авторне тӑрӑшулӑхшӑн тав тунӑ май ку ӗҫе малашне сарса-анлӑлатса пырассине палӑртса хӑварчӗ. Щербаков ырӑ ӗҫ тунине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров та каларӗ. Ӗҫе вӑл тӗплӗ тесе пахаларӗ.
Хӑтлава хутшӑннӑ ытти ҫын та кӗнеке авторӗн пуҫарӑвне пысӑка хурса хакларӗ.
Юпан 21-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче Тутар Республикинчи ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Сорокинӑн виҫӗ томлӑ «Вечная Волга» романӗн хӑтлавӗ пулать. Сумлӑ мероприяти умӗн «Сувар» вулаканӗсене автор хӑйӗнпе те, романпа та ҫывӑхрах паллаштарасшӑн.
Николай Сорокин Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанта 8 ҫул «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан 37 ҫул ытла ИТАР-ТАСС-ра, халичченех ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти радиора «Атте-анне сассисем» ятлӑ чӑваш кӑларӑмӗсене пуҫарса янӑ, унтан «Сувар» хаҫата, «Шурӑмпуҫ» журнала уҫса 6 ҫул тӗп редактор пулса ӗҫленӗ. Хусан историйӗнче пирвайхи хут чӑваш чиркӗвне Параскева Пятница ятлине уҫнӑ.
Ҫав хушӑрах, укҫа ҫитменнипе-тӗр, кӗнекесем ҫырма тытӑннӑ. Малтан очерк пуххисем — «Рабочие династии», «Нижнекамский репортаж», «Над шишкинским бором рассвет» — тухнӑ, унтан повеҫсем: «Колесо жизни», «Купец с КАМАЗа», «Купцы новой России». Пӗлтӗр ӑна тата Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫине суйланӑ.
Юпан 18-мӗшӗнче Шупашкарта Лермонтов балӗ пулӗ. Ӑна вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Бал ЧР Наци вулавӑшӗн акт залӗнче 14:00–18:00 сехетсенче иртӗ. Программӑра 19-мӗш ӗмӗрти ташӑсем кӗрӗҫ: вальс, полька, мазурка, контрданс. Ҫавӑн пекех Шотланди ташшисем те пулӗҫ. Ара, Михаил Лермонтовӑн йӑх тымарӗ — Шотландирен.
Ташӑсене балччен «Огни Бэлтайна» студире вӗренме пулать. Мероприятире темиҫе ҫӑмӑл ташӑ та кӗртнӗ. Ӑна кашниех тума пултарӗ. Унта хутшӑнакансен тумӗ 19-мӗш ӗмӗрти пек е Шотланди стилӗпе килӗшӳллӗн пулмалла.
Ҫавӑн пекех мероприятире Михаил Лермонтов пирки сӑвӑсем, юрӑсем, хӑтлавсем пулӗҫ.
Республикӑра юпан 18–20-мӗшӗсенче Айхи кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш Енри «Айхи фончӗ» общество организацийӗ йӗркелет. Ҫак ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш та хутшӑнӗ.
Айхи кунӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. ЧР Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн «Кӗнеке-пурнӑҫ: Геннадий Айхин Чӑвашри кунӗсем» проект пурнӑҫа кӗрӗ. Вӑл кӑҫал ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Айхи кунӗсем юпан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче пресс-конференцирен пуҫланӗ (12 сехетре). Ҫак кун Игорь Макаревич, Владимир Пики, Владимир Коновалов сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хӑтлавӗсем иртӗҫ. Наталия Азаровӑпа Татьяна Грауз поэтӑн «Расположение счастья» кӗнекине, Арсен Мирзаев Геннадий Айхи пирки аса илнӗ кӗнекене, Борис Чиндыков «Gennadi Ajhi «ŞICHӖ SӐVӐ» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Иккӗмӗш кун Г.Айхин 12 чӗлхепе тухнӑ «Мир Сильвии» кӗнекине хӑтлӗҫ, ҫак кӗнекен ӳнерҫин Анастасия Новиковӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ.
Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ.
Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ.
Шупашкарта кашни шӑматкун хускану тума пуҫлӗҫ. Ҫав кунсенче ирхи 10 сехетре пурне те Лакрей вӑрманӗнче, «Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Низами» тата «Спартак» стодионсенче, ЧР Наци вулавӑшӗн, «Салют» тата Трактор тӑвакансен культура керменӗсем умӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех «Университет» микрорайонта, Шумилов урамӗнчи 17-мӗш шкул, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 37-мӗш шкул умӗсенче, Хӗрлӗ тӳремре, Атӑл леш енче те хускану тӑвӗҫ.
Лакрей вӑрманӗнче спорт уявӗпе килӗшӳллӗн ташӑ, фитнес-аэробика, йога енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Чӑваш наци вулавӑшӗ ыран, Хула кунӗнче, пурне те «Литература картишне» чӗнет. Вӑл 17 сехетре вулавӑш умӗнче Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫланӗ.
Картишре кашниех хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пултарӗ. Кашнинех алла кӗнеке тытма май пулӗ. Унтах «Шӑккалатри поэзи» акци, «Тӗкпе ҫырни» ӑсталӑх класӗ, мини-вулавӑш, экспресс сасӑлав, кӗнеке куравӗ иртӗ.
«Литература картишӗнче» «Отпуска — кӗнекепе» турист палаткинче канма та май пулӗ. Юратнӑ сӑввине вулакансене пылак парнепе чыслӗҫ. Унтах электрон вулавӑшпа паллашма пулать. Кашниех пичет е электрон кӗнекешӗн сасӑлама пултарӗ.
Тӗнче поэзийӗнче сумлӑ ят ҫӗнсе илнӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа ҫурлан 21-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫав чӑваш литературӑна ҫӗнӗ сывлӑш кӗртнӗ. Раҫҫейре ӑна перестройка текен самана вӑхӑтӗнче кӑна пичетлеме тытӑннӑ, тӗнчере вара ӑна тахҫанах авангардист-сӑвӑҫ евӗр пӗлнӗ.
Юбилей тӗлне республикӑра кӑҫал ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 19–28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче поэта асӑнса «Г. Айхин литература картти» курав йӗркеленӗччӗ. Шкул ачисем валли ун чухне информаци сехечӗсем те иртнӗччӗ. Айхин пултарулӑхне хаклакансем пушӑн 29–30-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗнче «ГолосА» сӑвӑ фестивальне пухӑннӑччӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Чӑваш наиц музейӗ «Айхин литературӑри ҫулҫӳревне» йыхравлать. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Айхин художество тӗнчен хӑйне евӗрлӗхне халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулмалла. Унпа пӗр вӑхӑтрах Наци вулавӑшӗ «Г. Айхин сӳнми ҫути» курав уҫӗ.
Атнер Хусанкайпа Ева Лисина пуҫарнӑ Геннадий Айхи ячӗллӗ фонд тӗрлӗ проект йӗркелесшӗн.
Ӗнер 15:00 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ. Ун умӗн, 10 сехетре, Мӑн Канаш пухӑннӑ. Анчах вӑл хупӑ мелпе иртнӗ, Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна унта кӗртмен.
Аслӑ Пухура икӗ ыйту сӳтсе явнӑ — ҫӗнӗ Устава йышӑнассине тата «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ҫирӗплетессине. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн 22 тӑрӑхӗнчен тата чикӗ леш енчи патшалӑхсенчен пурӗ 53 делегат хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑн кашни районӗ 2-шер делегата яма тивӗҫнӗ.
Уставне Николай Лукианов хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫӗнетме тивни пирки, мӗн улшӑнни пирки вӑл халӑх умне тухса доклад каланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл пурнӑҫ улшӑнни пирки пӗлтернӗ — экономикӑра та, политикӑра та, кашни сферӑра тенӗ пекех — ылмашусем пулса иртнӗ. Унсӑр пуҫне обществӑлла организацисене йӗркелекен саккунсем те ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Ҫакна пула ҫӗнӗ Устав ҫырма тивнӗ те. Николай Лукианов ҫавӑн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мӗнле улшӑнусем кӗни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Аслӑ Пухӑвӗн делегачӗсем ҫӗнӗ Устав проектне пӗтӗмӗшле ырланӑ.
Тепӗр ыйтура «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ырларнӑ.
Паян 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче турккӑ чӗлхеҫисен — Эмине Йылмазпа Фейзи Эрсойӑн — ӑслӑлӑх кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин кӗнеке палати, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ тата ыттисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Хӑтлавра турккӑ ӑсчахӗсемпе те паллашма май пулчӗ.
Мероприятие институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Лев Пантелеймонович Кураков, Виталий Петрович Иванов, Николай Егорович Егоров, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Валерий Туркай, Юрий Сементер тата ыттисем пулчӗҫ. Паллах, Турцирен килнӗ хӑнасем те сӑмах каларӗҫ — Эмине Йылмаз та, Фейзи Эрсой та хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑлмач пулӑшӑвӗсӗр чӑвашла паллаштарчӗҫ.
Мероприятире турккӑсемпе чӑвашсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли пирки, чӑваш чӗлхине лайӑхрах тӗпчемелли пирки сӑмах хускатрӗҫ. Турккӑ ӑсчахӗсем пирӗн чӗлхене епле тӗпчени пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. Юрий Сементер хӑйӗн сӑмахӗнче турккӑ поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарма пуҫлани пирки пӗлтерчӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртсен, тен, кӗнекен те кӑларма май пулӗ терӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.